
Вӑрнар районӗнче ҫамрӑка полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, «Лиза Алерт» нимеҫисем, ахаль ҫынсем шыранӑ. Телее, арҫын ачана тупнӑ, вӑл чӗрех.
Ҫӑк районта пурӑнакан хӗрарӑм 15-ри ывӑлне канмалли кунсенче яланах киле илсе кайнӑ. Ача коррекци шкул интернатӗнче вӗреннӗ. Ача никампа та ытлах хутшӑнман, унӑн Дружок ятлӑ йытти пулнӑ. Унпа вӗсем вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑлланнӑ.
Вырсарникун, пушӑн 1-мӗшӗнче, амӑшӗ ачана йытӑпа пӗрле вӑрмана уҫӑлма янӑ. Тулта тӗттӗмленнӗ, анчах ывӑлӗ килмен, телефонӗ сӳннӗ. Хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтернӗ, вӑл вара – нимеҫӗсене.
Арҫын ачана ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнче тупнӑ. Шӑнса кӳтнӗскере тӳрех вӗри чей ӗҫтернӗ. Унпа пӗрле йытӑ та пулнӑ.

Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ.
Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ.
Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ.

Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна пӑшал тытса пуҫтахланнӑшӑн айӑпланӑ. Суд ӑна 2,5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ӑна 2006 ҫулта та айӑпланӑ, ун чухне ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн 12 ҫуллӑха хупнӑ. Колонирен вӑл 2017 ҫулта тухнӑ.
Хальхинче вара арҫын пуҫтахланнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ҫӗрле ӳсӗр пулнӑ, кӳршӗ яла килнӗ те пӗлӗшӗсене ҫурчӗн чӳречисенчен сунар пӑшалӗнчен пеме пуҫланӑ. Юрать-ха, арҫын никама та амантман, чӳречесене ҫеҫ ҫӗмӗрнӗ.

Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 11 сехет те 10 минутра «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 85-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче, авари пулнӑ. Пӑтӑрмахра ача чӳречерен вӗҫсе тухнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле итлеттерейменнипе кювета чӑмнӑ. Аварире 9 ҫулти арҫын ача хыҫалти алӑкӑн чӳречинчен вӗҫсе тухнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл хыҫалта ларнӑ, хӑрушсӑрлӑх пиҫххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.
Салонра унсӑр пуҫне 3-ри, 5-ри тата 12 ҫулти ачасем ларнӑ. Иккӗшӗ ача-пӑча кресли ҫинче пулнӑ.

ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Александр Ефремов тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ унччен те ун тӗлӗшпе должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫак статьяпах ҫӗнӗ фактсем уҫӑлнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, 2017 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, эксперт комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, вӑл коммерци организацине Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр ҫывӑхӗнчи вӑрман участокӗнче 2017 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2018 ҫулхи авӑнччен хӑйӑр кӑларма ирӗк панӑ. Фирмӑн вара ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе усӑ курмалли лицензи 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗтнӗ. Ҫапла майпа хӑйӑр кӑларни ҫутҫанталӑка 5 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Ҫавӑн пекех 35-ри Александр Ефремов патшалӑха 22 миллион ытла тенкӗ тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене пӗр производствӑна пӗрлештернӗ.

Китай пуянӗсем Пӑрачкав районӗнче сӗт-ҫу ферми тумӗҫ. Сӗт-ҫу савучӗ валли кунсӑр пуҫне вӗсем Муркаш районӗнчи Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче те, Ҫӗрпу районӗнче те ҫӗр шырарӗҫ. Халӗ Китай инвесторӗсенчен Шупашкар район ҫыннисем шикленсе ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вырӑнтисем Илпеш ҫывӑхӗнче логистика центрӗ тӑвассине хирӗҫ. Унта Китай пуянӗсем пырса кӗресрен шикленеҫҫӗ.
«Сычуань-Чувашия» компани хӑй те шухӑшне улӑштарнӑ иккен. Халӗ вӑл Пӑрачкав районӗнче ферма тӑвас темест. Унти уй-хирте апат-ҫимӗҫ культурисене ҫеҫ туса илӗ. Сӗт-ҫу фермине Ҫӗмӗрле районӗнче хӑпартса лартасшӑн. Унта маларах пӗрисем выльӑх апачӗ валли хушма апат хатӗрленӗ, халӗ ҫав производство пушӑ ларать иккен.

Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма суйса евитленӗшӗн штрафланӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хайхискер ывӑлне салтака ӑсатнӑ. Ялти йӑлана пӑхӑнса хӑна-вӗрле: тӑван-пӗтен, ял-йыш — пуҫтарӑннӑ.
Кайран хӗрарӑм ялти пӗр арҫын ҫавӑн чухне хӑйне хӗненӗ тата пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫил вӗрмесӗр йывӑҫ хумханмасть теҫҫӗ те, иккӗшӗ тем пайлайман ӗнтӗ — эпир ӑна пӗлеймӗпӗр. Тӗпчевҫӗсем евит тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑнсан хӗрарӑма хайхи этем мӑшкӑламанни палӑрнӑ иккен. Ҫапла пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби.
Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах пырса лекет тенӗ евӗр пулса тухнӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма суйса евитленӗ тесе 8 пин тенкӗ штраф хурса та панӑ.

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
